Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтнине пула ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 11 районпа хулара пурӑнмалли ҫуртсемпе хуҫалӑхсем шыва кайнӑ. Республикӑн ГКЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансене пырса тивнӗ. Ейӳ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру Патӑрьелпе Комсомольски тӑрӑхӗсенче уйрӑмах ҫивӗч. Кунта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юханшывсенче шыв шайӗ хӑпарнӑран район ертӳҫисене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене талӑкӗпех ӗҫлемелли йӗрке ҫине куҫарнӑ. Патӑрьел районӗнче Пӑла ҫырантан тухса кайнӑ, ҫавна май Патӑрьел, Анат Туҫа, Тӑрӑн, Кӗҫӗн Арапуҫ, Чӑваш Тимешӗ тата Вӑтаел ялӗсем шыва каяс хӑрушлӑх тухса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Сар.ru сӑнӗ Елчӗк районӗнчи Мучар ялӗнче пурӑнакан Евдокия Шмелева 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа юбиляра Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ, хыпарлать асӑннӑ район администрациӗн официаллӑ сайчӗ. Палӑртмалла, Евдокия Шмелева 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпе ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Йывӑр пурнӑҫа пӑхмасӑр пӗлӳ илме тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна шӑпа Елчӗк тӑрӑхне илсе ҫитернӗ. Вӑл пуҫламӑш класс ачисене вӗрентнӗ. Мӑшӑрӗпе Алексей Ивановичпа 5 ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ ватӑ ҫынна мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем савӑнтараҫҫӗ. Ҫулсем иртнине пӑхмасӑр кинемей хавас кӑмӑллӑ, вӑр-вар. Ял-йышпа та яланах тарават. «Вак-тӗвекшӗн харкашни, ӑмсанни, эрехпе иртӗхни пурнӑҫа кӗскетет», — палӑртать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Юбилейме саламланӑ самант. Сар.ru сӑнӗ Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакан Зоя Морозова 100 ҫул тултарнӑ. Зоя Даниловнӑна сумлӑ юбилейпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн ертӳҫи Сергей Ванюшкин тата Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин пынӑ. Зоя Даниловна ҫулне кура мар хастар та вӑй-халлӑ. Ҫавна май вӑл тепӗр юбилейне те паллӑ тума ӗмӗтленет. Виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ хӗрарӑм паянхи кун кӗҫӗннин Михаилӑн ҫемйипе пӗрле пурӑнать. Халӗ унӑн сакӑр мӑнук тата вун икӗ кӗҫӗн мӑнук. Коллективизаци тапхӑрӗнче, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ун хыҫҫӑн самай нуша курнӑ Зоя Морозова «Тыл ӗҫченӗ» тата «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, ытти наградӑпа чыс тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енре куллен пурӑнакансен йышӗ ҫулталӑк хушшинче 5 пин те 384 ҫын таран чакнӑ. Халӗ республикӑра 1 миллион та 230 пин ытларах ҫын тӗпленсе пурӑнать. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн хутлӑхра 1230479 ҫын пурӑнни паллӑ, иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче ку кӑтарту самай пысӑкрах пулнӑ: 1235863 ҫын. Чӑваш Енри хуласенче халӑхӑн 62,4% тӗпленнӗ, ялта вара 37,6%. Чӑваш ялӗсенче пурӑнакансен йышӗ ҫуллен сахалланса пырать, хуласенче вара хушӑнать. Уйрӑмах — Шупашкарта. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кун кунласа ҫӗр ҫӗрлекенсен йышӗ ҫулталӑк хушшинче 2 пин те 217 ҫын таран пысӑкланнӑ. Пӗтӗмпе кунта 491715 ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарта та йыш хушӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗпе танлаштарсан, кӑҫал унта 2 пин те 203 ҫын ытлараххи курӑнать. Районсемпе пӑхас пулсан, халӑх йышӗпе Шупашкар, Ҫӗрпӳ тата Канаш тӑрӑхӗсем малта пыраҫҫӗ. Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑкансен йышӗ вара 10 пин ҫынран та сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнче паян пӗрремӗш мӑшӑр мӑшӑрлану керменне ҫул тытнӑ — Пӗрҫырланти Дениспа Анастасия Бажайкинсем ҫемье ҫавӑрнӑ. Етӗрнери мӑшӑрлану керменӗн ертӳҫи Н.Леонтьева ҫамрӑксене мӑшӑрланни ҫинчен свидетельство панӑ май вӗсене юратӑва упрама, пӗр-пӗрне кулленхи пурнӑҫра пулӑшса пыма сӗннӗ. Уява пухӑннӑ хӗрсем пурте хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ! Сӑмах май, Етӗрнери мӑшӑрлану керменӗнче пӗлтӗр пурӗ 134 ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннӑ. 2016 ҫулпа танлаштарсан шучӗ 17 ытларах пулнӑ. Утмӑл пилӗк ҫемье саланнӑ. Ку кӑтарту та иртнӗ ҫулхичен аванрах пулнӑ — ҫак шут 9 таран чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкесем ял халӑxӗн тата спонсорсен укҫипе хоккей курупки туса лартнӑ. Ӑна ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 5-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута янӑ. Янтӑ спорт объектне уҫма тӳpe-шара та пынӑ. Вӗceн йышӗнче Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑxӗ Сергей Горбунов, Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗ Николай Федоров пулнӑ. Сергей Горбунов cӑмах илнӗ май хоккей курупки ҫaк вӑййа юратакансемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан ял ҫыннисемшӗн Раштав парни пулнине палӑpтнӑ. Палӑpтса хӑвармалла, ӗнерех Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн турнир иртнӗ. Унта Пучинкесен «Ҫамрӑклӑx» команди ҫӗнтернӗ. Сергей Сергеев чи ӑcта вӑйӑҫӑ ятне тивӗҫнӗ, Кирилл Краснов вара чи маттур хапхаҫӑ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Янӑш тӑрӑхӗнче сӗт пӗр кунта 4 тенкӗ чакнӑ. Вӑл тӑрӑхрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗнер сӗтӗн литрне 20 тенкӗпе пуҫтарнӑ пулсан паян валли сӗт 16 тенке чакса ларнӑ. «Унтан хаклӑпа йышӑнмаҫҫӗ», — ӗнентернӗ вырӑнти халӑха сӗт пуҫтаракан ҫын. Чӑн та, сӗт пуҫтаракансен хӑйсен йывӑрлӑхӗ иккен. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт хакӗ республикипех чакса кайнӑ. Кун пекки раштав уйӑхӗнче унчченхи ҫулсенче пулман иккен. Ара, чӑн та, сӗт ҫуркунне енне чакнине ӑнланма пулать-ха, анчах хӗл варринче йӳнесе лартни ытла та тӗлӗнмелле пек. Йывӑрлӑхӗ вара сӗт савучӗсене Беларуҫ Республикинчен типӗтнӗ сӗт илсе килме пуҫланипе ҫыхӑннӑ иккен. Вӑл йӳнӗреххине кура ӑна тирпейлекен савутсем йӳнӗрех продукцие суйлаҫҫӗ. Хамӑр енчен ҫакна та пӗлтерер: иртнӗ шӑматкун республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов уйрӑм хуҫалӑхӗсенче туса илекен сӗт хакне чакармалли марри пирки канашлу ирттернӗ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, савутсен хайсен пасар саккунӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗнче пушар машини валли гараж хута янӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ – ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫӗнӗ гаражпа паллашнӑ. Тӗлпулӑва таврари ялсенчи ҫынсем те пухӑннӑ. Ял ҫыннисем хӑтлӑ гаража тивӗҫлипе хакланӑ. Унта пушарнӑйсем валли пӳлӗм, котельнӑй пур. Ку проекта хута яма 1 миллион тенкӗ патнелле тӑкакланӑ. Укҫан 60 процентне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем те гараж строительствине тӳпе хывнӑ, пӗтӗмпе 215 пин тенкӗ пухнӑ. Ял ҫыннисем самантпа усӑ курса министрпа хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫынсене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарнӑ. Сергей Артамонов сӗт рынокӗнчи лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра сӗт хакӗ тивӗҫлӗ шайра тытӑнса тӑрать. Унӑн хакӗ пахалӑхӗнчен килнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем Ивановка ялӗнче пурӑнакан Тимофеевсемпе Христофоровсен ҫемйисенче пулнӑ. «Вася хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн самай тӑрӑшать. Ӑна ашшӗ ятарласа утмалли станок ӑсталаса панӑ, кашни кун вӑл ҫак станок ҫинче утма тӑрӑшать, ҫавӑн пекех ӑна тренажер та илсе панӑ, ун ҫинче те вӑл хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетме тӑрӑшать», — пӗлтерет Москакассинчи культура ҫурчӗн ертӳҫи Г. Голубева. Пӗлтӗр Вася Атӑлҫи тӑрӑхӗнче сусӑр ҫынсем хушшинче ирттернӗ «Бочча» спорт вӑййинче пӗремӗш вырӑна тухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе вӑл Муркаша бассейна та ҫӳрет иккен. Вася музыкӑна ҫав тери юратать иккен. «Вальс кӗвви янӑраса кайсан Васьӑпа та ташласа илтӗмӗр», — пӗлтернӗ Г. Голубева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварти клуб капмар. Анчах унта ӑшӑ ҫук. Ҫакӑ ял халӑхне питӗ пӑшӑрхантарать. Клуба 1988 ҫулта хута янӑ. Вӑл республикӑри чи пысӑккиснчен пӗри шутланать. Анчах унран усси сахал. Вырӑнти артистсем ҫири тума хывмасӑрах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Ял ҫыннисем клубра ӑшӑ ҫукки пирки тӗрлӗ ведомствӑна ҫырнӑ. Анчах хальлӗхе пӑр вырӑнтан тапранман. Ку клуба йӗкӗрварсемсӗр пуҫне кӑкарсем, кӗсерпуҫсем ҫӳреҫҫӗ. Анчах клуба хутса ӑшӑтманран ҫынсем ытлах килесшӗн мар. Хӗлле ял ҫыннисен вӑрӑм каҫсене мӗн туса ирттермелле? Халӑх клуба пухӑнса тӗрлӗ кружок ирттерме хирӗҫ мар. Анчах сивӗ пӳлӗмре епле ларӑн? Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, клуб тӑррине 5 ҫул каялла ҫӗнетнӗ. Анчах ӑшӑ пулманран стенасем ҫурӑлма пуҫланӑ. Акт залӗнче вара мачча йӑтӑнать. Клуб – ял тӑрӑхӗн администрацийӗн харпӑрлӑхӗнче. Администраци вара, тӗлӗнмелле те, клубӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ. Клуба газпа ӑшӑтма администрацишӗн тӑкаклӑ-мӗн, ҫавӑнпа электричествӑпа усӑ курасшӑн. Анчах малтан чӳречисене улӑштармалла. Клуба шыв та кӗртесшӗн. Кун валли сахалтан та 800 пин тенкӗ кирлӗ. Проекта ырласан ҫитес ҫул ял халӑхӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |